Чӑваш Енри тӳре-шара «тӳре лини» ирттерессине ҫӗнӗрен йӗркелеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Халӑхпа чи малтан ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ҫыхӑнӗ. Вӑл кунне те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. «Тӳрӗ линие» асӑннӑ министерство чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗркелӗ. Каярах – ЧР Культура министерстви (чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче), Ӗҫ министерстви (раштавӑн 5-мӗшӗнче), Спорт министерстви (раштавӑн 19-мӗшӗнче).
Мӗнпур «тӳрӗ линие» Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен видеохостингӗнче video.cap.ru онлайн-режимпа кӑтартӗҫ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ирттерекен «тӳрӗ лини» 15 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене электрон адреспа https://forms.cap.ru/modules/form_builder/published/zdrav.php ӑсатма май пур. Видеоыйтусене «Там-Там» (https://tt.me/Pryamaya_liniya) мессенждерта йышӑнаҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче (8352) 56-51-00 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май килӗ.
Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тата уполномоченнӑйсен аппарачӗсем ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ. Ҫӗнӗ ҫуртах мар-ха. Ҫӗнӗ вырӑна.
Вӗсем наркотӗрӗслев вырнаҫнӑ ҫуртра пулӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: тытӑма федераци шайӗнче пӗтерсе Шалти ӗҫсен министерствине куҫариччен ҫав ведомство Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ унта 2017 ҫулччен ӗҫлерӗ.
Тытӑма 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтерчӗҫ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче наркополицейскисем Шупашкарти Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫурта куҫрӗҫ.
Пушӑ пӳлӗмсене 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тесе ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине тата Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнай аппаратне (вӑл Чӑваш Наци вулавӑшӗнче вырнаҫнӑ) тата Усламҫасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне (вӑл Республика лапамӗнче вырнаҫнӑ) пама йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ.
103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ.
Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ.
ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ Виктор Ковалёва утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче министерствӑри портфельсӗр хӑварнӑччӗ. Ҫак ведомствӑра Виктор Ковавлёв 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе ӗҫленӗччӗ.
Паянтан вара Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Колесников юлашки вӑхӑтра Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Асӑннӑ учреждени ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин шутланать.
Пуҫлӑх килет, пуҫлӑх каять тесе каласси ҫеҫ юлать-тӗр кун пек хыпарсене пӗлсен. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара час-часах улшӑнкаласа тӑрать. Кадр ылмашӑвӗ чылай чухне министр ҫумӗсене, сайра-хутра министрсене пырса тивет.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Виктор Ковалёва ӗҫрен кӑларнӑ. 593-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра пичетленӗ.
Министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Виктор Ковалёва ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман.
Виктор Ковалёва министр ҫумӗ пулма 2016 ҫулта шаннӑччӗ.
Республикӑри ӗҫлӗх центрӗсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ ЧР Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Реорганизаципе ҫыхӑннӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех 98-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Паян ӗҫлӗ хута ЧР влӑс органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Ӳлӗмрен Йӗпреҫ районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ Вӑрнартипе пӗрлешӗ; Ҫӗмӗрлери ҫумне Хӗрлӗ Чутайрине тата Пӑрачкаврине хушӗҫ; Муркашрине Етӗрнене парӗҫ.
Сӑмах май каласан, ӗҫлӗх центрӗсем пурте — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министертсвин аллинче. Вӗсем хысна учрежденийӗсем шутланаҫҫӗ.
Центрсене пӗрлештерни патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тата республика хыснинчи кӗмӗле перекетлессипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки йышӑнура палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шутра тӑракан ӗҫсӗр ҫынсем республикӑри предприяти-организацисемшӗн куҫ шӑрҫи евӗр паха. Чӑннипе мӗнлине калаймӑпӑр та, анчах статистикӑна ӗненсен ҫавӑн пек пулса тухать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи цифрӑсене илсе панӑ. Ӗҫсӗр тесе шута илнисем пирӗн республикӑра — 4,7 пин ҫын. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ вырӑнӗсем пур тесе 17,6 пин ваканси кӑтартнӑ. Ку вӑл, тепӗр хутчен палӑртар, — официаллӑ статистика. Тӗрӗссипе, ваканси кӑтартнисем хушшинче урам шӑлакансем, сутуҫӑсем, тата ыттисем те кирлӗ. Урӑх профессиллӗ ҫынсем ун пек ӗҫе каясшӑнах маррине ӑнланма пулать.
Статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗр ҫынсем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал.
Чӑваш Ен шалупа чи пысӑк парӑмлӑ Раҫҫейри вунӑ регион шутне лекнӗ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ӗнер анлӑ лару ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑри тӑрӑма Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин «гигантла» парӑм тесе хакланӑ.
«Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫин мӗнпур парӑмӗн ҫурри ытла вунӑ регионта пухӑнса кайнӑ. «Ҫак енӗпе пачах хускалман регионсем те пур», — тенӗ Топилин. Вӗсене вӑл ку ыйтушӑн яваплӑ ҫынна палӑртма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсенче «гигантла» парӑм иккен. «Ку ыйтӑва татса парӑр. Е укҫа уйӑрӑр, е хупӑр, е урӑх мӗн те пулин тӑвӑр. Мӗншӗн сирӗн МУПсем парӑмлӑ?» — тӗлӗннӗ Максим Топилин. Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсенчи парӑма федераци министрӗн ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне татма чӗнсе каланӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енре харӑсах темиҫе кадр ылмашӑвӗ пулса иртрӗ: Владимир Викторова сывлӑх сыхлав министрне ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Енри Гостехнадзора ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата улшӑну пулчӗ: ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне шанчӗҫ. Вӑл вырӑн министрӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Елена Сапаркинӑна республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Лариса Арсентьева йышӑннӑ пукана Николай Каргина пачӗҫ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче муниципалитет тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Каргин 1970 ҫулта Муркаш районӗнчи Мемеккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫул патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫийӗ 6 процент хӑпарнӑ. Кашни пуса шутлакан ҫын ку хыпара тарӑхса йышӑнать пулӗ. Анчах вӗсен ӗҫ укҫийӗ ӳсни портфельлисен йышне чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен шучӗ 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 5,4 пинтен 5,2 пин юлнӑ. Ӗс укҫин фондне малтанхиллех хӑварнине кура вӑтам шалӑва ӳстерме май килнине республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев пӗлтернӗ.
Патшалӑх служащийӗсене юлашки хутчен шалӑва 2013 ҫулта ӳстерсе панӑ. Унтанпа вӗсен оклачӗ улшӑнман. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, федерацин Атӑлҫи округӗсемпе танлаштарсан пирӗн патри тӳре-шаран шалӑвӗ пысӑк мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |